Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Октябрӗн 2020, 11:50

Сакăр районта Сосновский ячĕллĕ пултăран анисене тупнă

Пушкăртстанра сакăр район территорийĕнче 1521 пин гектар йышăнакан пултăран анисем тупнă тесе пĕлтернĕ республикăри Роспотребнадзор Управленийĕн пресс-служби.

Пушкăртстанра сакăр район территорийĕнче 1521 пин гектар йышăнакан пултăран анисем тупнă тесе пĕлтернĕ республикăри Роспотребнадзор Управленийĕн пресс-служби.
Хăрушă çум курăк Аскинпа Иглин‚ Ишимбайпа Ĕпхÿ‚ Янаулпа Краснокамск‚ Калтасăпа Татăшлă тата Ĕпхÿ районĕсенчи çĕрсене пуснă.
- Çак çум ÿснĕ çĕрте флора тытăмĕ улшăнать‚ ÿсен-тăрансен тĕсĕсен шучĕ сахалланать‚ экологи системин тĕреклĕхĕ арканать‚ – каласа панă Пушкăртстан Республикинчи Раççей ял хуçалăх центрĕн ÿсен-тăрансене хÿтĕлессипе ĕçлекен уйрăмăн ертÿçи Эльма Садыкова. - Экологи ыйтăвĕсемсĕр пуçне Сосновский пултăранĕ çын сывлăхне те сиен кÿрет. Пултăран сĕткенĕ çын ÿчĕ çине лексен дерматит аталанса‚ ÿт I‚II‚ III степень евĕр пиçсе кайма пултарать. Чир йывăр иртнĕ чух пуç ыратать‚ ÿт-пÿ температури хăпарать‚ ÿт çине хăмпăсем‚ вăрах тÿрленмен сурансем тухаççĕ. Пултăран уйрăмах ачасемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.
Асăннă ÿсен-тăранăн пысăк сиенлĕхне шута илсе специалистсем ăна тĕп тума сĕнеççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: