Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Октябрӗн 2020, 17:30

Çулталăк вĕçĕччен 20 объект хута ярĕç

Пушкăртстанра 2020 çул вĕçлениччен «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 20 культура объекчĕ хута ярĕç.

Пушкăртстанра 2020 çул вĕçлениччен «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 20 культура объекчĕ хута ярĕç. Паянхи кун тĕлне Новосепяшево‚ Сосновка‚ Аитово‚ Мирный‚ Асяново‚ Кудеевский‚ Андреевка‚ Ишеево ялĕсенчи 10 объектра тата Языковăпа Кандры салисенчи вулавăшсенче строительствăпа юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ.
Ултă объектра палăртнă графикпа килĕшÿллĕн ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. Баймакпа Зилаир районĕсенчи объектсенче графикран кăштах юлса пыни сисĕнет тесе пĕлтернĕ ПР культура министрĕ Амина Шафикова Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура.
Çавăн пекех икĕ пысăк объектра та палăртнă вăхăтран юлса пыни сисĕнет. Сăмах май Çтерлĕри культура колледжĕ 60‚5% хатĕр. Сибайри Концертпа театр пĕрлешĕвĕнчи (ăна çуннă филармони вырăнĕнче хăпартаççĕ) строительство ĕçĕсене 86 процентлăх пурнăçланă.
Ĕçсем чарăнса тăни проектпа смета документацисене тÿрлетÿсем кĕртнипе çыхăннă.
Çулталăк вĕçĕччен строительство объекчĕсенчи ĕçсене вĕçлеме‚ Илиш районĕнче тата тепĕр модельлĕ вулавăш йĕркелеме‚ ултă кинозал тата виртуаллă концерт залĕ уçма палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра икĕ виртуаллă концерт залĕ ĕçлет. Виççĕмĕшĕ Çтерлĕри театрпа концерт пĕрлешĕвĕн никĕсĕ çинче уçăлĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: