Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Октябрӗн 2020, 17:30

«Вĕрентÿ» наци проекчĕн 22 тĕллевлĕ кăтартăвне палăртнă

2020 çулта Пушкăртстанра «Вĕрентÿ» наци проекчĕн 22 тĕллевлĕ кăтартăвне палăртнă тесе пĕлтернĕ ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин.

2020 çулта Пушкăртстанра «Вĕрентÿ» наци проекчĕн 22 тĕллевлĕ кăтартăвне палăртнă тесе пĕлтернĕ ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин.
Регионти Вĕрентÿ министерстви «Вĕрентÿ» наци проекчĕн пĕтĕмĕшле ултă регион проектне илсе пырать.
«Пуласлăх учителĕ» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн виçĕ тĕллевĕ кăтарту пурнăçланать. Педагогика ĕçченĕсен квалификацине хакламалли кăтарту тăрăх юлса пыни сисĕнет. Çакă федераци шайĕнче РФ субъекчĕсене хаклама полномочи панине çирĕплетекен нормативлă право акчĕсем çуккипе çыхăннă тенĕ министр. Ытти кăтартусем тăрăх çитĕнÿсем пурри палăрать.
Кăçал «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртме пĕтĕмĕшле 1‚6 млрд тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 1‚1 млрд тенки - федераци хыснинчен. Октябрь уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне çак хисепĕн 56% е 905 млн ытла тенкине ĕçе кĕртнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: