Ноябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Туймазă районĕнчи çул-йĕр инкекĕнче çамрăк яш вилнĕ. ПР ГИБДД пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ асăннă авари 06.30 сехетре Самара-Ĕпхÿ-Челябинск автоçулăн 1290 çухрăмĕнче пулса иртнĕ.
Ăнлантарса панипе килĕшÿллĕн Октябрьски хулинче пурăнакан 15 çулхи ача ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕр RenauIt Sandero автомашина рулĕ умне юлташĕпе ярăнас тесе ларнă.
Вун икĕ çулхи пассажирăн сăмахĕсем тăрăх‚ юлташсем хулара ярăннă хыççăн федераллă трасса çине тухма шут тытнă.
«Водитель» машинăна сехетре 160 км хăвăртлăхпа хăваланă. Анчах çамрăк яш руле тытса чарайман. Тимĕр ут çул-йĕр карти çине пырса тăрăннă‚ унтан çаврăнса ÿкнĕ. Аварире ачасем суранланнă. Иккĕшне те больницăна ăсатнă. Каярах руль умĕнче ларнă тăххăрмĕш класс ачи вилнĕ.
Хальхи вăхăтра çул-йĕр инкекĕн сăлтавĕпе лару-тăрăвне уçăмлатса парассипе ĕçлеççĕ тенĕ ведомствăра.