Пур хыпар та
Новости
2 Ноябрӗн 2020, 19:28

Ковид-госпиталь врачĕ кăшăлвируса çĕнтермелли пилĕк утăм сĕннĕ

Зубовăри ковид-госпиталь врачĕ кăшăлвируса çĕнтермелли пилĕк тухăçлă утăм сĕннĕ.

Зубовăри ковид-госпиталь врачĕ кăшăлвируса çĕнтермелли пилĕк тухăçлă утăм сĕннĕ.
Ун шучĕпе, кашни эрнере малтанхи медицина звени валли сывату схемисемпе тата çĕнĕлĕхсемпе паллаштаракан онлайн-вĕрентÿ йĕркелемелле. Хулан кашни районĕнче анализ илмелли куçса çÿрекен пунктсем вырнаçтармалла. Ку ĕçе студентсем те тума пултараççĕ. Паллах, вĕсене хÿтĕлев костюмĕсемпе тивĕçтермелле тата ĕç укçин чи пĕчĕк шайне те пулсан тÿлемелле. Унсăр пуçне антитела валли тÿлевсĕр юн илессине йĕркелемелле. Çын чирленĕ хыççăн 7-мĕш кунран юнра антителасем йĕркеленеççĕ.
Кăшăлвирусран амбулаторире сипленекенсене тÿлевсĕр эмелсем çырса памалла, паллах, çын хăйне епле туйнине, вăраха кайнă чирсем пуррипе çуккине шута илмелле. Компьютер томографине ОМС шучĕпе уйрăм çын клиникисенче те тума пулать. Çавăн пекех Глеб Глебов онлайн консультаци центрĕ йĕркелеме сĕннĕ. Çынсем хăйсен анализĕсене унта вырнаçтарма, çăмăл чирленĕ чух интернет урлă сĕнÿсем илме пултараççĕ. Çакă больницасене пушатма май парать.
«Çынсене информаци çитмест. Ытларах маска тăхăнасси тата алăсене çăвасси пирки çыраççĕ. Эпир çак сĕнÿсене пурнăçа кĕртсен çеç чире çĕнтерме пултарăпăр», - тенĕ врач хăйĕн Фейсбукри страницинче.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: