Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Ноябрӗн 2020, 16:10

Радий Хабиров уçă мероприятисен шутне чакарма хушу панă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров çынсем маска режимне пăхăннине çирĕп тĕрĕслеме, йĕркене пăсакансен тĕлĕшпе протокол çырма хушу панă. Вĕсен шутне кашни кунах республика ертÿçине пĕлтерсе тăрĕç.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров çынсем маска режимне пăхăннине çирĕп тĕрĕслеме, йĕркене пăсакансен тĕлĕшпе протокол çырма хушу панă. Вĕсен шутне кашни кунах республика ертÿçине пĕлтерсе тăрĕç. Радий Хабиров мускавсен тĕслĕхне илсе кăтартнă. Маска тăхăннине тĕрĕслесе тăнине пула Раççейĕн тĕп хулинче чирлекенсен шучĕ чакни палăрать.
Радий Хабиров протоколсен шутне хăй тĕрĕслесе тăрассине пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл уçă мероприятисен шутне чакарма, май пулсан вĕсене пăрахăçлама хушу панă.
- Чыслассисене, концертсене, спорт мероприятийĕсене пăрахăçлăр. Эсир вĕт пурте аслă пĕлÿллĕ çынсем, лару-тăру çуркуннехинчен начартарах иккенне хăвăрах куратăр. Эрнесерен темиçе çынпа сывпуллашатпăр. Кашни уçă мероприяти хыççăн чирлекенсен шучĕ ÿсет, - тенĕ Радий Хабиров хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсене.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: