Ĕпхÿри «Торатау» Конгресс-холла çутă тата сасă хатĕрĕсемпе тивĕçтерес çĕрте 298,8 млн тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ. Çак информацие патшалăх туянăвĕ сайтра пĕлтернĕ.
Пушкăртстанри Конкуренци политики енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ электронлă икĕ аукцион ирттересси çинчен хыпарлать. Аукцинсен пĕтĕмлетĕвĕсем 2020 çулхи ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче паллă пулмалла.
Уйрăмшарăн илсен, 203,7 млн тенкĕлĕх çутă çутатмалли технологи комплексĕн хатĕрĕсене туянма палăртаççĕ пулсан, 95,1 млн тенкине сасă янратмалли оборудованисем туянма тăкаклĕç. Çак хака хатĕрсене хута ярасси, монтаж ĕçĕсем тăвасси пурте кĕреççĕ.
Контракт тÿлевĕсене патшалăхăн бюджет учрежденийĕ, уйăрса панă субсиди шутĕнчен, хăй тÿлемелле. Тумалли ĕçсене 2020 çулхи декабрь уйахĕн 25-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле.