Пур хыпар та
Новости
2 Ноябрӗн 2020, 12:50

Йытта çăлнă май чутах вилмен

Пушкăртстанра арçын йытта çăлнă май чутах хăй леш тĕнчене ăсанман. Кумертау çынни тăватă ураллă тусне пулăшу парас тесе шыва чăмнă.

Пушкăртстанра арçын йытта çăлнă май чутах хăй леш тĕнчене ăсанман. Кумертау çынни тăватă ураллă тусне пулăшу парас тесе шыва чăмнă.
Пушкăртстан Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ арçын хăйĕн йыттине уçăлтарса çÿренĕ. Çав вăхăтра тăватă ураллă тусĕ кивĕ тасату сооруженийĕн шăтăкне чăмнă. Хуçи пĕр тăхтамасăр йытти хыççăн сикнĕ. Ăна çиеле кăларнă. Анчах хăй шăтăкран тухма пултарайман.
Телее‚ çав вăхăтра инкеке лекнĕ арçыннăн пĕлĕшĕ çумĕнче пулнă. Вăл ăна шыв çийĕнче тытăнса тăмашкăн кантра антарнă. Хăй 112 номерпе шăнкăравланă. Вырăна килсе çитнĕ хăтаруçăсем йытă хуçине кивĕ тасату сооруженийĕн шăтăкĕнчен кăларнă.
- Енчен те арçын пĕччен пулнă пулсан‚ вăл вилме пултаратчĕ. Пысăк тарăнăшран бетон стенасем тăрăх тухма май çук. Унти шыв та сивĕ. Пурте лайăх майлашрĕ. Уçăлса çÿрекенсем сывă‚ - тенĕ хăтаруçăсем.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: