Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Ноябрӗн 2020, 16:40

Килте тунă сăпкара 9 уйăхри пепке вилнĕ

Чишмари районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ 9 уйăхри пепке вилнине шута илсе «асăрханусăрлăха пула вилĕм патне илсе çитерни» статьяпа килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă.

Чишмари районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ 9 уйăхри пепке вилнине шута илсе «асăрханусăрлăха пула вилĕм патне илсе çитерни» статьяпа килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă.
Пушкăртстан Республикинчи Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче çĕрле пепке‚ Мирный ялĕнчи хăйĕн килĕнче пулнă май‚ килте тунă сăпкан айккинчи борчĕпе унăн тĕпĕ хушшине пуçĕпе хĕсĕннĕ. Мăйне хĕснĕ пирки ача вилнĕ. Амăшĕ ача ÿтне ирхине асăрханă. Хĕрарăм васкавлă пулăшупа полици ĕçченĕсене шăнкăравланă.
- Следовательсем инкек тухнă вырăна тĕпченĕ‚ судпа медицина экспертизине ирттерме палăртнă. Халĕ вĕсем вилнĕ ачан çемйине тата ытти свидетельсене ыйтса тĕпчеççĕ. Унсăр пуçне çемьен пурăнмалли тата социаллă условисене тишкереççĕ‚ пулса иртнин сăлтавĕпе лару-тăрăвне уçăмлатса парассипе ĕçлеççĕ. Ача сăпкине эксперт тĕпчевĕ ирттерме илсе кайнă‚ - тенĕ ведомствăра.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: