Ку вăхăтра уйрăлас хăрушлăх питĕ пĕчĕк, мĕншĕн тесен мăшăрланакансем çемьеллĕ пурнăç еплерех пулнине ăнланаççĕ, вĕсен кулленхи тивĕçĕсене пурнăçлама вăй-хăват та çителĕклĕ.
Унсăр пуçне 30 çула çитеспе çынсем укçа-тенкĕ енчен те ура çинче çирĕп тăраççĕ, пĕччен пурнăçпа та май пур таран киленнĕ, ачисене воспитани памалăх опычĕ те пур.
Çав вăхăтрах çамрăкла мăшăрланнин лайăх енĕсене те палăртмалла. Иккĕн нумайрах укçа-тенкĕ ĕçлесе илсе çурт-йĕр, хваттер туянма пулать. Ир пĕрлешни ачисене маларах ура çине тăратма, вăтăртан иртнĕ хыççăн пушă вăхăтне ытларах хăйсене, мăшăрĕсене уйăрма май парать.
2019 çулта Раççей çыннисен ытларах пайĕ 25-34 çулта мăшăрланать тесе пĕлтернĕччĕ. Статистика службин кăтартăвĕ тăрăх, 2018 çулта асăннă ÿсĕмре 456,6 пин арçын авланнă, 386 пин хĕрарăм качча кайнă.
Надежда РОДИОНОВА.