Хайлавсене ярса памалли юлашки вăхăт: 2020 çулхи ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕ.
Çĕнтерÿçĕсене палăртасси тата чысласси 2020 çулхи декабрь уйăхĕнче иртĕ.
Парнесем: 1-мĕш вырăншăн - 25 000, 2-мĕш вырăншăн - 20 000, 3-мĕш вырăншăн - 15 000, хавхалантару парни - 10 000 Турци лирĕ (TL).
Ăмăртăва хутшăнакан пĕр автор икĕ калавран ытла тăратмалла мар. Калав халиччен ниçта та пичетленменскер тата ăмăртусенче çĕнтерменскер пулмалла. Калăпăшĕ пĕр пин сăмахран пĕчĕкрех тата 10 пин сăмахран пысăкрах пулмалла мар. Калавсене
[email protected] адреспа ярса памалла. Автор кам пулнине çирĕплетекен ĕçлĕ хутсене уйрăм файлра кăтартмалла.
Ăмăрту çинчен тĕплĕнрех пĕлме Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕн (Турци) сайчĕ пулăшĕ е Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхне (Чăваш Ен) шăнкăравлама пултаратăр (8-961-348-73-89).