Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республика тата çĕршыв чысне Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче ăнăçлă хÿтĕленĕшĕн спортсменсене паракан тÿлев виçине ÿстерни çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ. Çак çĕнĕлĕхе юлашки 9 çулта пуçласа йышăннă тата ăна пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен пĕтĕмĕшле 30 млн тенкĕ уйăрĕç тесе пĕлтернĕ регионти çамрăксен политикипе спорт министрĕ Руслан Хабибов.
- Вăтамран тÿлевсен виçи икĕ хут ÿснĕ. Укçа-тенкĕн 50 процентне спортсменăн тренерне параççĕ,- тенĕ Спорт министерствин ертÿçи.
Тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче спортсмен пĕрремĕш вырăн йышăнсан вăл тренерпа пĕрле 250 пин тенкĕ илни паллă. Пьедесталăн иккĕмĕш пусми çине хăпарсан – 150 пин, виççĕмĕш пулсан 100 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Европа шайĕнчи кĕрешÿсенче çак тÿлев виçисем 150, 100 тата 75 пин тенкĕпе танлашаççĕ.
- Пуçласа олимп, паралимп, сурдлимп тата çамрăксен олимп вăйисенче 4-8-мĕш вырăнсем йышăннă спортсменсене те укçа-тенкĕ тÿлевĕсемпе тивĕçтерме пуçлĕç,- палăртнă Руслан Хабибов.- Çавăн пекех эпир министерствăн спортпа физкультура мероприятийĕсем ирттермелли календарь планĕнче палăртнă тăкаксене ÿстерессипе çыхăннă приказа улшăнусем кĕртрĕмĕр. Ăна 2015 çултанпа çĕнетменччĕ. Халĕ вăл Раççей Спорт министерствин нормисемпе килĕшсе тăрать.