Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Ноябрӗн 2020, 15:50

Вăрă-хурах сутăçа çĕçĕпе хăратса укçа ыйтнă

Мечетли районĕнчи Алегазово ялĕнчи лавккара вăрă-хурах сутăçă çине тапăннă. Хĕрĕх тăваттăри арçын ларека çĕçĕпе килнĕ те унпа хăратса хĕрарăм сутăçран укçа ыйтнă. Çак тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Мечетли районĕнчи Алегазово ялĕнчи лавккара вăрă-хурах сутăçă çине тапăннă. Хĕрĕх тăваттăри арçын ларека çĕçĕпе килнĕ те унпа хăратса хĕрарăм сутăçран укçа ыйтнă. Çак тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Кăшт каярах çакă паллă пулнă: маларах та судпа айăпланнă арçын пĕр пус та илмен. Лавкка хуçи, 55 çулхи хĕрарăм, малтан хăранипе ним калама аптраса тăнă, анчах та вăрă-хураха халех полици ĕçченĕсене чĕнтересси çинчен систернĕ.
«Хаярланса çитнĕ преступник холодильник патне пынă та унтан сăра илнĕ, ăна пĕр харăсах шалт ĕçсе янă. Пуш савăта вăл сĕмсĕррĕн суту-илÿ сĕтеле çине, хăраса чĕтреве ернĕ хĕрарăм умне, лартнă. Ун хыççăн ларека кĕмелли алăк умне ларнă та йĕрке хуралçисене кĕтме пуçланă»,- тесе пĕлтереççĕ ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-службинче.
Шикленÿллĕ çынна халĕ следовательсем тĕпчеççĕ. Ăна изоляторта тытаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: