2020 çулта Пушкăртстан Республикинче 1 млн тенкĕлĕх гранта ялсенчи тата пĕчĕк хуласенчи шкулсене ĕçлеме килнĕ 55 вĕрентекен илме тивĕçнĕ. Вĕсем «Земский учитель» федераллă программăна хутшăннă.
- Вĕсен шутĕнче 22 математика‚ 17 акăлчан чĕлхи‚ 14 вырăс чĕлхипе литература‚ 2 физика учителĕ пулнине палăртса хăвармалла. Федераллă программăн 2020 çулхи çĕнтерÿçисем Баймакпа Архангельск‚ Хайбуллапа Бакалă‚ Кармаскалăпа Учалă‚ Туймазăпа Çтерлĕпуç тата ытти муниципаллă район шкулĕсене ĕçлеме кайнă‚ - тесе пĕлтернĕ ПР Вĕрентÿ тата наука министерствинче.
Программăна хутшăнакансене - ял-саласенчи‚ паççулккасенчи тата пĕчĕк хуласенчи шкулсенче 5 çултан кая мар ĕçлекенсене - 1-шер млн тенкĕпе тивĕçтерĕç.
«Земский учитель» программа Пушкăртстан Республикинче РФ Президенчĕ Федераллă Пухăва янă Çырăвĕпе килĕшÿллĕн 2020 çулта вăй илнĕ. Вăл 2022 çулччен пурнăçа кĕрĕ.