Урал сасси
+31 °С
Ясно
Новости
5 Ноября 2020, 14:35

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» пулăшнипе медицина ĕçченĕсене кĕпе-йĕмпе тивĕçтерĕç

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партин регионти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ĕртÿçи Рустем Ахмадинуров Ĕпхÿри «ОПТРИ» фабикăра пулнă. Шăпах кунта парти заказĕпе медицина ĕçченĕсем валли аялти кĕпе-йĕм çĕлеççĕ.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партин регионти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ĕртÿçи Рустем Ахмадинуров Ĕпхури «ОПТРИ» фабикăра пулнă. Шăпах кунта парти заказĕпе медицина ĕçченĕсем валли аялти кĕпе-йĕм çĕлеççĕ.
- Васкавлă пулăшу паракан медицина ĕçченĕсем пиртен паянхи кун (кăшăл вирус пандемийĕ вăхăтĕнче) ĕçре усă курма хăтлă кĕпе-йĕмпе тивĕçтерме пулăшу ыйтрĕç. Тĕрĕссипе вĕсене кирлĕ кĕпе-йĕмпе тивĕçтернĕ, анчах та ĕçлеме ункай мар, ÿт ун витĕр питĕ йывăр сывлать имĕш. Çавна пула вăрах вăхăт тăхăннă хыççăн çан-çурăм та тарлать, организм ывăнать,- каласа панă Рустем Ахмадинуров.
Медицина ĕçченĕсем валли 370 штук сăрă тĕслĕ (арçынсен) тата 430 шурă тĕслĕ (хĕрарăмсен) аялти кĕпе-йĕмне çĕлĕç. «ОПТРИ» çĕвĕ фабрикин пуçлăхĕ Зульфира Газизова пĕлтернĕ тăрăх, чи хăтла пусма – кулирка - суйласа илнĕ. Ăна çĕр мамăкĕнчен хатĕрленĕ, вăл кирек мĕнле сисĕмлĕ ÿтшĕн те кăмăллă пулмалла. Унсăр пуçне нÿре хăй патне лайăх туртса илет.
- Материал пирки эпир республикăри Васкавлă пулăшу станцин тĕп врачĕпе Аяз Камаловпа калаçса татăлнă. Пусмана вĕри шывра пысăк температурăра çума пулать, кирлех пулсан вĕретме те юрать, - тенĕ Зульфира Газизова.
Кĕпе-йĕмĕн кашни комплектне уйрăм пакетсене вырнаçтарĕç. Вĕсене çывăх вăхăтра медицина ĕçченĕсем патне илсе çитермелле.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас