Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Ноябрӗн 2020, 14:05

Пухнă тухăçа 134‚4 млрд тенкĕлĕх хак панă

Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанри ял хуçалăх çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Асăннă отрасльти ăнăçусемпе регион пуçлăхĕ соцсетьсенче те паллаштарнă.

Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанри ял хуçалăх çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Асăннă отрасльти ăнăçусемпе регион пуçлăхĕ соцсетьсенче те паллаштарнă.
2020 çулта Пушкăртстан аграрийĕсем ял хуçалăх прдукцине туса кăлармалли калăпăша 4% ÿстернĕ. Тырă туса илесси 21 % ÿснĕ. Çапла майпа сезон вăхăтĕнче пĕтĕмĕшле 4‚038 млн тонна тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене çапса илнĕ. Р.Хабиров палăртнă тăрăх‚ юлашки 10 çул хушшинче çак кăтарту иккĕмĕш пулса тăнă.
Продукцисен калăпăшне укçана çавăрсан вăл 134‚4 млрд тенкĕпе танлашать.
««Çулталăк çăмăл килмерĕ» тенинчен пурте ывăннă ĕнтĕ. Анчах ял хуçалăхĕнче кăтартусем лайăх»‚ – тесе çырнă Радий Хабиров.
Вăл аграрисене тав тунă‚ «çакăн пек ял хуçалăх ĕçченĕсемпе выçлăх хăрушлăхĕ пулмассине» те палăртнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: