Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Ноябрӗн 2020, 16:50

Пушкăртстанра 600 млн тенкĕлĕх поликлиника хăпартаççĕ

Бирск хулинче строительсем ача-пăча медицина учрежденийĕн тăватă хутлă çуртне хăпартнă. Объекта 2021 çул вĕçĕ тĕлне хута ярĕç.

Бирск хулинче строительсем ача-пăча медицина учрежденийĕн тăватă хутлă çуртне хăпартнă. Объекта 2021 çул вĕçĕ тĕлне хута ярĕç.
Юлашки çулсенче Бирск районĕнче пурăнакансен ÿсĕм туртăмĕ палăрать. Çавăнпа вĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă объекта хăпартассине темиçе çул кĕтнĕ. Аслисен тата ача-пăча поликлиникин пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 7 пин ытла тăваткал метрпа танлашать. Объект хакĕ – оборудованисене шута илсен 597 млн ытла тенкĕ.
ПР Строительство министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ аслисен тата ача-пăча поликлиникине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче çуркунне хăпартма тытăннă. Строительствăпа монтаж ĕçĕсене çитес çулăн вĕçĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ.
Муниципаллă район территорийĕнче вырнаçнă кивĕ медицина учрежденийĕсене 1913-1970 çç хăпартнă тесе пĕлтернĕ Бирск район администрацийĕнче. Çĕнĕ тата паянхи куна тивĕçтерсе тăракан сывлăх сыхлав объекчĕ районта пурăнакансемшĕн чылай кĕтнĕ парне вырăнне пулĕ.
Халĕ ача-пăча поликлиникинче чÿречесемпе алăксем лартаççĕ. Кÿршĕ корпусра‚ аслисен поликлиникинче‚ стенасене кирпĕчпе купаланă. Вăл та тăватă хутран тăрĕ. Корпуссене пĕр-пĕринпе коридорсем çыхăнтарĕç. Медицина учрежденинче лифтсем те выраçтарĕç‚ çавăн пекех ăна стационарлă котельнăйпа та тивĕçтерĕç. Çакăн пек хăтлă условисем тата лайăх техника пурри пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме май парĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: