Мелеуз хулинчи Региосем хушшинчи вĕрентÿ центрĕн (вăл федерацин наказанисене пурнăçлакан служба тытăмне кĕрет) аслă инструкторĕ Анастасия Денисова шалти ĕçсен службин аслă лейтенанчĕ хатарлăха (риск) пăхмасăр пушар вăхăтĕнче икĕ ачана çăлса хăварнă.
Ведомствон пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, инкек ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче хулари Аксаков урамĕнче пулса иртнĕ. Анастасия Денисова хăйсене хирĕç пурăнакансен çуртĕнчен тĕтĕм тухнине асăрханă тата ачасем кăшкăрнă сасса илтнĕ. Вăл çак çуртра икĕ ачаллă çемье пурăннине пĕлнĕ.
Хĕрарăм инструктор çунакан çуртăн чÿречи патне чупса çитсен вăл шалта 14 çулхи хĕр ачана тата вун пĕрти арçын ачана асăрханă. Вĕсем хăйсем тĕллĕн тула тухайман. Уçă чÿрече урлă Анастасия ачасене урама кăларнă та хăйсем патне килне леçнĕ, хăранăскерсен лăплантарса вараланнă кĕпе-йĕмне улăштарнă. Çав вăхăтра пушар сÿнтерекенсем килсе çитнĕ, вут-çулăма сÿнтернĕ.
-Кирек кампа та инкек пулма пултарать. Çынсем пĕр-пĕрне пулăшмалла тесе шутлатăп. Тĕрĕссипе, манăн çак самантра шухăшласа тăма вăхăт та пулмарĕ, ачасен пурнăçĕ ман алăра пулнине çеç ăнкарса илтĕм,- тет Анастасия Денисова пулни-иртнине куç умне кăларса тăратнă май.
Халĕ Пушкăртстанри инкеклĕ ĕçсен управленийĕ хăюллă хĕрарăма, пушарта ачасене çăлса хăварнăшăн, чыслама палăртать тесе пĕлтерчĕç ведомство пресс-службинче.