Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Ноябрӗн 2020, 19:00

Çутçанталăк чулне кăларас ĕçре йерке тунă

Баймак районĕнче, республикăн ытти кĕтесĕсенчи пекех, çутçанталăк чулне кăларас ĕçе йĕркене кĕртсе пĕтернĕ тата саккунсăр уçнă карьерсене хупнă.

Баймак районĕнче, республикăн ытти кĕтесĕсенчи пекех, çутçанталăк чулне кăларас ĕçе йĕркене кĕртсе пĕтернĕ тата саккунсăр уçнă карьерсене хупнă.
Аса илтеретпĕр, шăпах икĕ çул каялла Темясево ялĕнче пурăнакансем республика пуçлăхне Радий Хабирова кунта саккуна пăсса çутçанталăк чулне кăларни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çавна пула усламçăсемпе çамрăксем хушшинче хирĕçÿсем те пулкаланă. Çакăн хыççăн Пушкăртстан ертÿçи регионта çутçанталăк чулне кăларасине вăхăтлăха чарма тата çак енĕпе йĕрке тума хушнă. Çак пулăма вăл пысăк инкек вырăнне хурса йышăннă. Мĕншĕн тесен Урал хыçĕнчи мĕнпур районсенче чула тискерле кăларса рекультиваци ĕçĕсем тумасăр тупăш илеççĕ. Пĕр Баймак районĕнче кăна çакăн пек карьерсен шучĕ 40 çитет.
- Эпĕ карьерсем ĕçленине хирĕçлеместĕп, анчах та вăл цивилизаци шайĕнче пулмалла. Ĕçлесе илнĕ тупăшăн тĕп пайĕ районти çивĕч ыйтусене татса панă çĕре каймалла. Çĕр айĕнчен кăларнă мĕнпур чул Мускава, Мускав облаçне, Грозный хулине каять. Пирĕн чĕр тавара мĕншĕн сутмалла енчен те вăл пире тупăш памасан? Тен, çутçанталăк чулне кăларма пăрахмалла? Бюджета пурĕ те, чи нумайи 5 млн тенкĕ çеç кĕрет, - тенĕ ун чухне Радий Хабиров.
Халĕ ку енĕпе йĕрке туса çитернĕ. Çав шутра Баймак районĕнче те. Чул кăларма ирĕк паракан лицензисене вырăнти предпринимательсем илнĕ.
Ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче республика пуçлăхĕ вырăнта ĕçлĕ командировкăра пулнă май Ишдавлет Гибадатов предпринимателĕн предприятине çитсе курнă. Кунта облицовка чулĕсем хатĕрлеççĕ. Усламçă каланă тăрăх, хальхи вăхăтра эпидемиологи лару-тарăвне пула тавар илекенсем шучĕ чакни сисĕнет.
Радий Хабиров Пушкăртстанра тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе нумай программăсем пурнăçланнине палăртнă. Строительство материалĕсем суйласа илнĕ чухне подрядчиксем ытларах хамăр тăрăхра туса кăларнисене туянма кăмăл тăваççĕ. Регион ертÿçи правительствăн премьер-министрне Андрей Назарова çак ĕçре Баймакра туса кăларакан плиткăсемпе усă курас ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ.
- Саккуна пăсса чул кăларакансенчен хăтăласси пирĕн тĕп тĕллев пулнă. Малашне саккунпа килĕшсе ĕçлекен, тÿрĕ кăмăллă предпринимательсене пулăшăпăр. Унсăр пуçне пирĕн промышленноçри патриотизм туйăмне аталантармалла. Хамăр туса кăларакан таварпа чăн малтан хамăрăнах усă курмалла,- палăртнă Радий Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: