Пур хыпар та
Новости
8 Ноябрӗн 2020, 19:20

Кăшăлвирусран сипленме - тÿлевсĕр эмел

Малашне кăшăлвирусран амбулатори мелĕпе сипленекен пациентсене обязательнăй медицина страхованийĕн (ОМС) полисĕ тăрăх «Авифавир» текен вируса хирĕç кĕрешекен препаратпа тÿлевсĕр тивĕçтерĕç. Çак хыпара Раççейри Тÿрĕ инвестици фончĕ пĕлтернĕ.

Фонд представителĕ (ертÿçи - Кирилл Дмитриев) ăнлантарса панă тăрăх, Раççейри Сывлăх сыхлав министерстви яланхи регистраци удостоверенине илни COVID-19па чирлекенсене амбулатори мелĕпе сипленнĕ чухне Авифавирпа усă курма май панă. Асăннă эмеле тÿлевсĕр парĕç, анчах та пациента сиплекен тухтăр ирĕк парсан тата çирĕп тĕрĕслев йĕркине пăхăнса пурнăçласан.
Çавăн пекех РФ Тÿрĕ инвестици фончĕн ĕçченĕсем сывалнă чухне амбулатори условийĕсенче çак эмелпе усă курни больницăсенче сипленекенсен шутне чакарма пултарать тесе шутлаççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: