Пур хыпар та
Новости
8 Ноябрӗн 2020, 18:25

Çăлавçăсем хĕрачана флягăран кăларма пулăшнă

Çак пăтăрмах Куюргазă районĕнчи Маячный поселокра пулса иртнĕ. Сакăр çулхи хĕрача вылянă чухне алюмини флягăна кĕрсе ларнă.

Çак пăтăрмах Куюргазă районĕнчи Маячный поселокра пулса иртнĕ. Сакăр çулхи хĕрача вылянă чухне алюмини флягăна кĕрсе ларнă.
Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, саккăрти ача 40 литрлă флягăна пытанмалла тенĕ пек кĕнĕ те каялла тухайман - хĕсĕнсе ларнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна хăйсем тĕллĕн ирĕке кăларма хăтланса пăхнă, анчах та май килмен. Çакăн хыççăн вĕсем васкавлă пулăшу паракан специалистсене чĕнсе илнĕ.
Малтанах çăлавçăсем хĕр ачана хăратас мар тесе инструментсемпе ĕçлемен, асаттесемпе асаннесен мелĕпе усă курнă. Çак тĕллевпе флягăн шалти аяккине тип çу тăкса йепетнĕ те шăпăрлана пĕр чăрмавсăрах туртса кăларнă, хĕрачана çывăх çыннисене ырă-сывă тавăрса панă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: