Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Ноябрӗн 2020, 13:30

Ача çуртăн тăррине хăпарса чутах ÿкмен

Ноябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Туймазă хулинче хăтаруçăсем ачана çăлма васканă. Вун виçĕ çулхи арçын ача юхăннă çуртăн тăррине хăпарнă.

Ноябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Туймазă хулинче хăтаруçăсем ачана çăлма васканă. Вун виçĕ çулхи арçын ача юхăннă çуртăн тăррине хăпарнă. Çурт çийĕн хысакĕсем пĕрлешнĕ кĕтес (конек) çинче тăнă чух ачан урисем шуса кайнă. Вăл аяла кусаланса аннă. Телее‚ арçын ача юр тытса тăмалли çĕртен çакланнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче.
Инкеке лекнĕ яша çурта хирĕç вырнаçнă 48№пушар чаçĕн пушарçисем асăрханă. Вĕсем ĕçтешĕсене пĕлтернĕ те. Хăтаруçăсем альпинист хатĕр-хĕтĕрĕсемпе усă курса арçын ачана аяла (çĕр çине) антарнă. Вĕсем тăрăшнипе ача аманман. Хăтаруçăсем шкул ачине полици ĕçченĕсем патне илсе çитернĕ. Лешсем пулса иртнин сăлтавне тĕпчĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: