Ноябрь уйăхĕн 1-8-мĕшĕсенче Турцинче «Еврази королеви-2020» халăхсен хушшинчи илемлĕх конкурсĕ иртнĕ. Унта Пушкăртстан Республикин чысне Зухра Мухарямова хÿтĕленĕ.
Зухра Салават районĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл 23 çулта. Хĕр - Пушкăрт патшалăх университечĕн выпускници. Зухра харпăр ĕç - илемлĕх салонĕ - пуçарса аталантарать. Унсăр пуçне вăл Малоязри шкулсенчен пĕринче ĕçлет. Хăй вăхăтĕнче Салават хĕрĕ «Пушкăртстан илемĕ - 2019» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ‚ «Раççей студенчĕсен вице-мисĕ - 2017» титула тивĕçнĕ.
Конкурс шайĕнче «Пултарулăх мисĕ» (унта Зухра француз юррине юрланă)‚ «Бикини мисĕ»‚ «Чи илемлĕ наци тумĕ» (дизайнер - Альбина Жерлицына)‚ «Куракансем кăмăлланă мисс» тапхăрсем иртнĕ. Кашни тапхăрта Зухра малти вырăнсене çеç тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿçе ылтăн алă сехечĕ‚ мамăк тиртен çĕленĕ япала‚ илемлĕ корона‚ парне ленти тата конкурс статуэтки парнеленĕ.