Пур хыпар та
Новости
9 Ноябрӗн 2020, 15:15

Пушкăртстанра çулĕ çитмен ачасене суту-илÿ центрĕсене çÿреме чарнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров çулĕ çитмен ачасемшĕн çĕнĕ чарусем кĕртнĕ. Кăшăлвирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешекен регионти оперативлă штабпа пĕрле 18 çула çитичченхи ачасене суту-илÿ центрне кĕртмессе йышăннă.

- Ашшĕ-амăшĕсемсĕр тата вĕсене улăштаракан çынсемсĕр çÿремесен те юрать, - тенĕ Радий Хабиров ПР Правительствин ларăвĕнче. – Мĕншĕн тесен пирĕн суту-илÿ центрĕсем уçăлса çÿремелли вырăна çаврăнаççĕ, унта темĕн те пулса иртет.
Регионти Суту-илÿ министерствине асăннă йĕрке епле пурнăçланнине асăрхаса тăма хушу панă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: