Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Ноябрӗн 2020, 16:22

Тăхăр хуçалăхра 10 пин тонна ытла сĕт туса илнĕ

Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчи пĕтĕмĕшле сăвăм 637 пин тоннăпа танлашнă. Çакă 2019 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенчи кăтартуран 22 пин тонна ытларах тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.

Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчи пĕтĕмĕшле сăвăм 637 пин тоннăпа танлашнă. Çакă 2019 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенчи кăтартуран 22 пин тонна ытларах тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.
Республикăри тăхăр сĕт хуçалăхĕнче çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмĕшле 10 пин тонна ытла сĕт туса илнĕ. Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенчи чĕр тавар 114‚8 пин тоннăпа танлашнă.
Сĕт сăвассипе малта «Базы» Чекмагуш районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕ пырать. Унти пĕтĕмĕшле сăвăм 20 пин тонна çитнĕ. Çтерлĕ районĕнчи Калинин ячĕллĕ тата Ермеккей тăрăхĕнчи «Северная Нива Башкирия» ОООсенче 14‚5 пин тонна сĕт суса илнĕ. «Центральная РБ» МТСри‚ Мелеузри «Ашкадарский» ял хуçалăх предприятинчи кăтартусем 13‚5 тата 11‚7 пин тоннăпа танлашнă.
Çавăн пекех Чекмагуш районĕнчи«Герой» (10‚5 пин тонна‚ Авăркасри «Урожай» ферма (10‚3)‚ Учалăри «Байрамгул Агрофирма» (10‚2) тата Авăркасри «Урожай» (10‚0) ял хуçалăх предприятийĕсен пĕтĕмĕшле сăвăмĕ 10 пин тоннăран иртнĕ.
Регионта сĕт паракан выльăхсене ĕрчетессипе инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ. Унсăр пуçне хуçалăхсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ăратлă ĕнесен йышне пысăклатаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: