Пур хыпар та
Новости
10 Ноябрӗн 2020, 14:10

Мошенниксем 23 млн ытла тенкĕ вăрланă.

Ултавçăсем амăшĕн капиталне укçана куçарнă чух 23 млн ытла тенкĕ вăрланă. Инкек курнă çынсен списокне 54 гражданин лекнĕ. Пушкăртстан прокуратури ултавлă ĕç пирки уçнă уголовлă ĕçе пăхса тухса ушкăнпа пысăк укçа вăрланă тесе айăплав заключенийĕ çирĕплетнĕ.

Ултавçăсем амăшĕн капиталне укçана куçарнă чух 23 млн ытла тенкĕ вăрланă. Инкек курнă çынсен списокне 54 гражданин лекнĕ. Пушкăртстан прокуратури ултавлă ĕç пирки уçнă уголовлă ĕçе пăхса тухса ушкăнпа пысăк укçа вăрланă тесе айăплав заключенийĕ çирĕплетнĕ.
Айăпланакансен пуканĕ çине Челябинск облаçĕнче пурăнакан арçынпа вырăнти икĕ хĕрарăм лекнĕ. Следстви ăнлантарса панă тăрăх‚ айăпланакансем 2015 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа 2018 çулхи май уйăхĕччен 23 млн ытла укçа-тенкĕ вăрланă.
Республика прокуратурин пресс-службинче мошенниксен схеми çинчен каласа панă:
«Риэлторсен ушкăнĕ преступлениллĕ ĕçсем тăвас тĕллевпе интернетри сайтсенче тата социаллă сетьсенче амăшĕн капиталне «укçана çавăратпăр» тесе пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Вĕсем хăйсене кирлĕ кредит организацийĕсенче граждансене патшалăх пулăшĕвĕн виçипе танлашакан кредит илме сĕннĕ. Ун хыççăн кредит укçине‚ РФ Пенси фончĕн амăшĕн капиталĕн укçине куçариччен‚ хăйсене пулăшакансене куçарса пама ыйтнă. Усал шухăшлă риэлторсем клиентсен ячĕпе пурăнма юрăхсăр пÿртсем туяннă‚ укçисене куçман пурлăха сутсан тавăрса пама шантарнă. Патшалăх пулăшăвĕн укçине (амăшĕн капиталĕ) парăма парса татма куçарнă чух вĕсене вăрланă».
Риэлторсенчен иккĕшĕ хăйсен айăпне йышăнман‚ тепри преступлениллĕ ĕçсен пĕр пайне çеç йышăннă.
Уголовлă ĕçе‚ айăплав заключенийĕн копине панă хыççăн‚ Белорецкри районсем хушшинчи суда ярĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: