Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Ноябрӗн 2020, 19:25

Пушкăртстанра кашкăр чутах тăватă çынна çурса пăрахман

Белорецк районĕнĕнчи полици уйрăмне Азнагул ялӗнче пурӑнакан 60 ҫулхи ҫынран хыпар килнӗ. Арҫын хăйне картишĕнчех кашкӑр тапӑнни çинчен каласа панă. Тискер чĕр чун пенсионера уринчен ҫыртнă. Телее, арçын кашкăртан хăтăлса пÿртне чупса кĕме ĕлкĕрнĕ. Инкек курни патне полици лейтенанчӗ Азат Галимов участокри уполномоченнӑй тухса кайнă.

- Полицейски тавралӑха пӑхса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра тискер чĕр чун тапăннă ытти çынсене те тӗл пулнӑ. Вӗсем - ялти 44 ҫулхи хӗрарӑмпа унӑн пӗлӗшӗ. Хĕрарăм валли васкавлă пулӑшу чӗнтернӗ. Врачсем унăн темиҫе вырăнта шăмми хуçăлнине, çыртнă вырăнсем пулнине тата куçĕ сиенленнине палăртнă, - пĕлтернĕ ПР ШĔМ пресс-службинче.
Агидель урамĕнче, инкек курнă арҫын пурӑнакан вырӑнтан инҫех те мар, полици ĕçченĕ темĕнле чĕр чуна асăрханă. Вăл хайхи кашкăр пулнă. Тукмак хÿре полицейскине тапӑнма хăтланнă. Йĕрке хурлçин табель пӑшалӗпе усӑ курма тивнĕ. Кашкăр тапăннисене пурне те медицина пулӑшӑвӗпе тивĕçтернĕ. Вилнĕ чĕр чуна ветеринарсене панӑ.
Азат Галимов тискер чĕр чунпа вăл çынсене тапăннă вăхăтра тĕл пулнă, анчах ун чухне полицейски хăй çинчен мар, урса кайнă кашкӑрӑн аллине урăх никам та ан лектӗрччĕ тесе ҫеҫ шухӑшланӑ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: