Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Ноябрӗн 2020, 14:16

Патшалăх наградисемпе чысланă

Ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри агропромышленность комплексĕнче тата апат-çимĕç промышленноçĕнче ĕçлекенсене патшалăх наградисемпе чысланă.

Ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри агропромышленность комплексĕнче тата апат-çимĕç промышленноçĕнче ĕçлекенсене патшалăх наградисемпе чысланă.
Наградăсене тивĕçнисен шутĕнче механизаторсемпе трактористсем, хуçалăхсемпе предприятисен ертÿçисем, агрономсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем пулнă. Орденсемпе медальсене, хисеплĕ ятсене 38 çын тивĕçнĕ. Чыслав списокĕнче чăвашсем пурри те савăнтарать. Чекмагуш районĕнчи «Базы ял хуçалăх предприятийĕ» тулли мар яваплăхлă обществăн тĕп директорĕ Вадим Васильевич Соколов «Ял хуçалăхĕнчи ĕçсемшĕн» («За труды по сельскому хозяйству») медале тивĕçнĕ. Мияки районĕнчи «Нива» СПК механизаторĕ Вячеслав Николаевич Богдановпа Шаран районĕнчи хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçине Олег Мефодиевич Димитриева «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем парса хавхалантарнă.
Регион пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăри аграрисем пысăк тухăç илнипе савăнтарнă. Вĕсем тăватă миллион тонна ытла тыр-пул пухса илнĕ. Çавăн пекех Пушкăртстанра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасльпе апат-çимĕç промышленноçĕ те пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ. Тăхăр уйăх хушшинче республикăри ял хуçалăх производствин калăпăшĕ тăватă процент ÿснĕ.
Çак кунах ПР правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров «Вырма - 2020» конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Асăннă конкурс вунă номинаципе иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене вырма вăхăтĕнче мĕнле ял хуçалăх техникипе, трактор агрегачĕпе тата автомобильпе ĕçленине кура палăртнă. Правительство çурчĕн умĕнчи лапамра Андрей Назаров вырма паттăрĕсене çирĕм «Нива» автомобиль уççисене парнеленĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: