Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Ноябрӗн 2020, 19:35

Ĕпхÿре çул тунă çĕрте пытарнă мул тупнă

Ĕпхÿрен тухакан хĕвелухăç енче вырнаçнă çула (Восточный проезд) тунă чухне пытарнă мул тупнă тесе пĕлтерет Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн акаунтĕнче.

Ĕпхÿрен тухакан хĕвелухăç енче вырнаçнă çула (Восточный проезд) тунă чухне пытарнă мул тупнă тесе пĕлтерет Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн акаунтĕнче.
«Эпĕ çакăн пекки кинора çеç пулать тесе шутланă – пирĕн Ĕпхÿ хулинчех тĕп хуларан тухакан хĕвелтухăç енчи çула тунă çĕрте пытарнă мул тупнă. Кунта неолит тапхăрĕнчи хаклă археологи палăкĕсем упранса юлнă. Вĕсем бронза ĕмерĕпе, вăтам ĕмĕрсемпе (халăхсен вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ тапхăр) тата XVIII ĕмĕрпе çыхăннă», - çырнă Радий Хабиров.
Унăн сăмахĕ тăрăх чултан тата бронзăран тунă япаласене, ухă йĕппипе сăнă вĕçĕсене, ут таврашĕсене, укçа-тенкĕ тата ытти япаласене кунта пуçласа 2017 çулта тупнă.
Хальхи вăхăтра тĕпчевçĕсем археологипе çыхăннă фактсем пуçтараççĕ, вĕсене пăхса тухса Раççейри патшалăх музей фондне пама хатĕрленеççĕ.
- Хамăрăн Наци музейĕ валли те мĕн те пулсан уйăрса парĕç. Пирĕн урасем айĕнче мĕнле пуянлăх выртнине хамăр куçпа курма пултарăпăр,- хушса хунă республика ертÿçи.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: