Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Ноябрӗн 2020, 13:53

Реабилитаци хатĕрĕсем туянма - пĕр миллиард тенкĕ

Инвалидсене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерме 2020 çулта Пушкăртстан федераллă бюджетран 1 млрд тенкĕ ытла нухрат илнĕ тесе пĕлтернĕ ПР Социаллă страхлав фондĕнче.

Инвалидсене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерме 2020 çулта Пушкăртстан федераллă бюджетран 1 млрд тенкĕ ытла нухрат илнĕ тесе пĕлтернĕ ПР Социаллă страхлав фондĕнче.
Тăхăр уйăх хушшинче республикăра пурăнакансене 7, 7 млн тĕрлĕ техника реабилитаци хатĕрĕсем тата протезпа ортопеди япалисем уйăрса панă. Вĕсен шутне 14 пин протезпа ортопеди изделийӗсем, 3,3 пине яхăн кресло-коляска, 2 пин ытла итлемелли аппарат тата ытти япаласем кĕреççĕ. Инвалидсене уйăрса панă хатӗрсенчен ытларах пайӗпе шăк хăмпи тата вар чирӗсемпе асапланакан çынсене пăхнă çӗрте усă курнă. Çак япаласене туянма 189 миллион тенкӗ тăкакланă.
Пушкăртстанри Социаллă страхлав фончĕн даннăйĕсем тăрăх, паянхи кун тĕлне регионта сусăррисене техника реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтермелли çынсен шучĕ 46 пине çитет. Çав шутра инвалид ачасем те пур.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: