Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Ноябрӗн 2020, 19:15

Пушкăртстанра сентябрь уйăхĕнче 3850 пепке çуралнă

Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 539 ача нумайрах тесе пĕлтерет Раççей статистика комитечĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ. Илсе кăтартнă кăтарту Раççейри мĕнпур регинсем хушшинче тăваттăмĕш шутланать, Атăлçи федераллă округра - пĕрремĕш.

Çапах та кăçалхи тăхăр уйăхра (январь - сентябрь) ача çураласси 2019 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2,3 процент чакнă. 2020 çулта 30934 пепке çуралнă, иртнĕ çулхинчен (31654 ача пулнă) 720 сахалрах.
Кăкăр ачисем вилесси чакнă. Çулталăк пуçланнăранпа 172 çулталăка çитеймен шăпăрлан пурнăçран уйрăлса кайнă. 2019 çулта çак синкер хисеп 211-пе танлашнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: