Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Ноябрӗн 2020, 19:29

Пысăк пресс-конференци çĕнĕлле форматпа иртĕ

Патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Владимир Песков журналистсене пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йăлана кĕнĕ пысăк пресс-конференцийĕ кăçал яланхи пек мар форматпа иртĕ.

Патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Владимир Песков журналистсене пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йăлана кĕнĕ пысăк пресс-конференцийĕ кăçал яланхи пек мар форматпа иртĕ. Паллах, унчченхи майлă тÿрĕ лини элеменчĕсем те сыхланса юлĕç.
- Чăнах та, эпир В.Путинăн пысăк пресс-конференцине хатĕрлетпĕр. Пуриншĕн те паллă сăлтавсене пула вăл çĕнĕлле форматпа иртĕ. Паллах, унчченхи пек тÿри лини элеменчĕсем те пулĕç, - тенĕ Кремль представителĕ.
Çавăн пекех пресс-секретарь мероприяти хăçан тата епле майпа иртесси пирки тĕплĕнрех информаци пулассине те пĕлтернĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: