Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Ноябрӗн 2020, 19:25

Январь уйăхĕнчен ашшĕ-амăшĕсен ача сачĕшĕн тÿлемелли хисеп ÿсет

2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ашшĕ-амăшĕсен ача сачĕшĕн тÿлемелли хисеп уйăх пуçне 1749‚16 тенке çитĕ. ПР Вĕрентÿ министерствин тивĕçлĕ хушăвне ноябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче право информацин официаллă порталĕнче пичетлесе кăларнă.

«Пушкăртстан Республикин территорийĕнче вырнаçнă патшалăх тата муниципаллă вĕрентÿ организацисенче ачасене пăхнăшăн ашшĕ-амăшĕсем уйăхне вăтамран тÿлемелли хисеп 1749‚16 тенкĕ пулассине çирĕплететпĕр»‚ – тенĕ документра.
2020 çулхи январь уйăхĕнчен республикăри шкул çулне çитмен учрежденисенче ачасене пăхнăшăн ашшĕ-амăшĕсем вăтамран уйăхне 1677 тенкĕ тÿленĕ.
Асатутаратпăр‚ ашшĕ-амăшĕсем ача сачĕшĕн тÿлев компенсацине илме пултараççĕ. Сăмахран‚ ача садне пĕр ача çеç çÿрет пулсан тÿленĕ хисепрен 20 процент компенсаци парĕç. Икĕ ача пулсан - 50 %‚ виççĕ тата ытла ача - 70 %.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: