Пур хыпар та
Новости
13 Ноябрӗн 2020, 19:25

244 млн тенкĕлĕх хирурги корпусĕ хăпартĕç

Учалă хулинче хула больницин территорийĕнче 244‚48 млн тенкĕлĕх çĕнĕ хирурги корпусĕ хăпартĕç. Çак хыпара патшалăх туянăвĕн сайтĕнче пичетлесе кăларнă.

Учалă хулинче хула больницин территорийĕнче 244‚48 млн тенкĕлĕх çĕнĕ хирурги корпусĕ хăпартĕç. Çак хыпара патшалăх туянăвĕн сайтĕнче пичетлесе кăларнă.
Пушкăртстанăн капиталлă строительство управленийĕ объектри строительствăпа монтаж ĕçĕсене ирттерме аукцион уçнине‚ проекта пурнăçа кĕртме 244‚48 млн тенкĕ уйăрассине пĕлтернĕ.
Техника заданийĕ тăрăх‚ çуртăн лапамĕ 1‚8 пин тăваткал метрпа танлашĕ. Пĕр палатăна 24 çын шăнăçĕ ‚ диагностика уйрăмĕн пропуск йĕрки - талăкне 150 çын‚ травпункта - талăкне 70 çын.
Çĕнĕ хирурги корпусĕ тĕп хула больницин территорийĕнче вырнаçĕ.
Аукцион пĕтĕмлетĕвĕсене 2020 çулхи ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче тăвĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в