Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Ноябрӗн 2020, 15:05

Пелепейĕнче икĕ шкула сирпĕтесси çинчен пĕлтернĕ

Ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пелепейĕнчи шалти ĕçсен пайне хулари икĕ шкулта взрыв тумалли хатĕрсем хуни çинчен пĕлтернĕ. Асăннă вырăнсене васкавлă пулăшу паракан службăсен ĕçченĕсем килсе çитнĕ. ПР ШĔМĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, икĕ объекта тĕрĕсленĕ хыççăн нимĕнле хăрушлăх кăларса таратакан япала та тупайман.

«Полици ĕçченĕсем шăнкăрав Караидель районĕнчен пулнине тупса палăртнă. Кăшт каярах Караидель районĕнчи шалти ĕçсен пайне айăплă çынна илсе çитернĕ. Вăл çул çитмен çамрăк пулса тухнă. Арçын ача хăйĕн айăпне йышăнса пакунлисене мĕн пулса иртнине каласа панă»,- тесе çирĕплетнĕ ведомство представителĕ.
Халĕ йĕрке хуралçисем çак пулăма тĕпчесе уçăмлатаççĕ. Паллах, ачан айăпĕшĕн унăн ашшĕ-амашĕн явап тытма тÿр килĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: