Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Ноябрӗн 2020, 19:25

Тĕрĕс мар диагноз лартнăшăн айăпланă

Пахалăхлă мар медицина пулăшăвĕ панăшăн‚ тĕрĕс мар диагноз лартнăшăн Бирск çынни искпа суда кайнă. Çак истори 2015 çултах пуçланнă. Ун чухне арçын хытă ыратнипе Бирскри Тĕп район больницине çитнĕ.

Пахалăхлă мар медицина пулăшăвĕ панăшăн‚ тĕрĕс мар диагноз лартнăшăн Бирск çынни искпа суда кайнă. Çак истори 2015 çултах пуçланнă. Ун чухне арçын хытă ыратнипе Бирскри Тĕп район больницине çитнĕ.
«Медицина тĕпчевĕ ирттернĕ‚ анчах тĕрĕс мар диагноз лартнă. Çапах та диагноза тĕпе хурса виçĕ çул хушши арçынна сипленĕ. Юлашкинчен çакă чир вĕрелни патне илсе çитернĕ. Арçынна хаклă йышши эмелсем туянма‚ ытти медицина учрежденисенчен пулăшу ыйтма тÿр килнĕ. Ăна йывăр операци тунă. Халĕ те вăл сиплев учрежденинче‚ хаклă йышши препаратсемпе усă курать»‚ – тенĕ Бирск район сучĕн пресс-службинче.
Унсăр пуçне Бирск çынни пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă. Шырав тăвакан (истец) çирĕп пĕлсе каланă тăрăх‚ вырăнти больница тухтăрĕсем ăна 400 пин ытла тенкĕлĕх укçа-тенкĕ тăкакĕ тата 3 млн тенкĕлĕх пурлăх сăтăрĕ кÿнĕ. Фемидăна пăхăнса ĕçлекенсем инкек курнă çын ыйтнине тулли мар татса панă. Вĕсем 600 пин тенкĕлĕх пурлăх сăтăрне тата укçа-тенкĕн тăкакне тулли калăпăшпа тÿлеттерме тунă.
Приговор вăя кĕмен-ха. Апла пулсан ПР Сывлăх сыхлав министерствипе Тĕп район больници 10 кун хушшинче суд йышăнăвĕ пирки жалобама пама пултараççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: