Пушкăртстан Республикинче COVID-19-па чирлекенсен шучĕ ноябрь уйăхĕн 7-13-мĕшĕсенче 7 процент ÿснĕ. Информаци центрĕ кăшăлвирус инфекцийĕпе çыхăннă мониторингăн çĕнĕ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.
Пĕр эрнере чирлекенсен шучĕ ÿсни, иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, 1 процентпа тÿр килет. Атăлçи федераллă округра çакăн пекех лару-тăрăва тата ултă регионта шута илнĕ: Саратов, Ульяновск, Пенза, Чулхула, Эрĕнпур облаçĕсенче тата Мордва Республикинче.
COVID-19-па чирлекенсен шучĕ нумайрах ÿснине Удмурт Республикипе Киров облаçĕнче тупса палăртнă – 10 процент. Пермь крайĕнче -9 %, Самар облаçĕнче 8 % тесе çирĕплетнĕ. Чи сахалли – Тутарстанра, Чăваш Енре тата Мари Элра. Кунта ÿсĕм кăтартăвĕ 5 процента çитет.
Пушкăртстанра пандеми пуçланнăранпа çĕнĕ кашăлвирус инфекцийĕпе чирленисен 12 210 тĕслĕхне шута илнĕ.