Мускавра паян, ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче çĕрле (ир енне), 85 çул тултарнă СССР халăх артисчĕн Армен Джигарханянăн чĕри тапма чарăннă.
«Московский комсомолец» хаçат актерăн çывăх çыннисем каланă тăрăх, Армен Борисовичăн пÿрисем ĕçлеме пăрахнă тесе хыпарлать. Вăл вилнине артист сипленнĕ больницăри тухтăрсем çирĕплетнĕ.
Армен Джигарханян 1935 çулхи октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Вăл хăй ĕçленĕ вăхăтра 300 яхăн фильмра тата 60 спектакльте рольсене вылянă. Куракансем ăна «Здравствуй, я ваша тетя!», «Место встречи изменить нельзя», «Ширли-мырли» кинофильмсем урлă лайăх пĕлнĕ. 1996 çулта А,Джигарханян Мускав драма театрне ертсе пыма тытăннă. Театр унăн ячĕпе хисепленсе тăнă.
2013 çулта Армен Джигарханян Мускав драма театрĕпе Ĕпхĕве гастроле килнĕ. Ун чухне «Башинформ» агентствăра паллă та пултаруллă артистпа пресс-конференци йĕркеленĕччĕ. Унта СССР халăх артисчĕ журналистсемпе хăйне сума сăвакансен ыйтăвĕсем çине хуравланăччĕ.
Армен Джигарханяна Мускаври Ваганьково масарĕ çинче хăйĕн хĕрĕн вилтăприпе юнашар ноябрь уйахĕн 17-мĕшенче пытарма палăртаççĕ.