Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Ноябрӗн 2020, 14:05

Иглин районĕнчи пушарта 2 çын вилнĕ

Ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче каçхине Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленин кризислă центрне Иглино ялĕнчи йывăç çурта вут-çулăм хыпса илни çинчен хыпар çитернĕ.

Ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче каçхине Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленин кризислă центрне Иглино ялĕнчи йывăç çурта вут-çулăм хыпса илни çинчен хыпар çитернĕ.
Пушар командин расчечĕсем вырăна пырса çитнĕ çĕре пĕренерен тунă, 48 тăваткал метр йышăнакан пурăнмалли çурт çунни паллă пулнă. Шел пулин те, пушара сÿнтернĕ хыççăн çăлавçăсем икĕ арçынăн вилнĕ ÿтне тупнă.
Хальхи вăхăтра «хĕрлĕ автан» мĕне пула алхаснине уçăмлатаççĕ. Вырăнта Инкеклĕ лару-тăру министерствин дознавателĕсем тата оперативлă следстви ушкăнĕ ĕçлет.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: