Пур хыпар та
Новости
15 Ноябрӗн 2020, 19:40

Учалăри хула больници çĕнĕ томографлă пулнă

Учалă хула больницинче ноябрь уйăхĕн 13- 26-мĕшĕсенче ренгентолог тухтăрсем тата ренгентлаборантсем валли Canon фирма туса кăларнă Aguilion Lightning 80 срезаллă компьютер томографĕ çинче вĕрентÿ процесне ирттерме палăртаççĕ. Асăннă медицина хатĕрĕ учрежденине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килсе çитнĕ. Томограф хакĕ 38 млн та 250 пин тенкĕпе танлашать. Учалă районĕнче пурăнакансем кăçалхи декабрь уйăхĕнчех КТ тĕрĕслевĕ иртме пултараççĕ.

- Çĕнĕ томограф çакăн евĕр ытти хатĕрсемпе танлаштарсан чылай лайăхрах пулнине палăртмалла. Унпа тĕп тата пысăк юн тымарĕсене кăна мар, пĕчĕккисене те контрастлă ренгент тĕпчевсем ирттерме пулать. Аппаратра вырнаçтарнă программа çыннăн пуçĕнче тромбпа хупланса ларнă юн тымарĕсен вырăнĕсене курма май парать,- ăнлантарса панă больницăн тĕп тухтăрĕ Рустам Латыпов.
Компьютер томографийĕпе чылай чирсенчен диагностика тунă чухне усă кураççĕ. Çак мел тĕрĕс те çÿллĕ шайра информаци пани тата КТ тунă паха ÿкерчĕк тухтăрсене хирургипе терапи паталогийĕ хăш шайра пулнине тĕрĕс пĕлме пулăшать. Çапла майпа чирлĕ çынна малтанхи кунсенчех мĕнле сиплемеллине кăтартса парать, сиплев тактикине тĕрĕс суйласа илме пулăшать.
Аса илтеретпĕр, сире КТ иртме çак сăлтавсем хистеме пултараççĕ: ÿтри температура 5 кун ытла 38 градус сыхланса тăрсан, сывлăш пÿлĕнесси аталанса пырсан, сывлама йывăр пулсан, кăкăрта ыратсан, сывлăш çитмен пек туйăнсан, сатураци (юнри кислород виçи) 92-90 процентпа танлашсан. КТ иртессипе иртмессине сире сиплекен тухтăр татса калама пултарать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас в