Иртнĕ шăмат кун Абзелил районĕнчи Атавды кÿллинче пăр ăшĕнче шăнса ларнă пулăç кĕлеткине тупнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн пресс-службинче.
Маларах тунă пĕтĕмлетÿсем тăрăх 50 çулхи арçын пулă тытма кайнă. Çыран хĕрринчен 100 метра шаларах кĕрсен вăл пăр çÿхе пулнипе шыва путнă. Пулăç мĕнле майпа вилнине йĕрке хуралçисен тĕпчесе уçăмлатмалла пулать тенĕ ведомствăра.
- Пăр хулăнашĕ хальхи вăхăтра çÿхе – тăватă-пилĕк сантиметр çеç. Çавна пула, ахăртнех, пăр арçыннăн йывăрăшне чăтайман пулмалла,- тенĕ хăтаруçăсем. Çав вăхăтрах вĕсем пăр хулăнăшĕ 10-12 сантиметр пулсан çеç хăрушлăх кăларса тăратманнине палăртнă.
Пăр çине тиев (нагрузка) пуснипе вăл шатăртатса çурăлать. Кун пек чухне урасене шутарса çак вырăнтан хăвăртрах çĕр çине тухма тăрăшмалла. Уйрăмах хăрушă та йывăр лару-тăрура пăр çине кĕлеткеме выртса çыран еннелле шумалла.