Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Ноябрӗн 2020, 19:25

Пушкăртстанра пĕчĕк ачасем вилесси чакнă

Республикăра 2020 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа сентябрьччен çулталăка çитмен 172 пепке çут тĕнчерен уйрăлса кайнине шута илнĕ. Çакă 2019 çулхипе танлаштарсан 39 ача вилĕмĕ чухлĕ сахалрах. Кăтартусене Росстат сайтĕнче пичетленĕ.

Атăлçи федераллă округра Пушкăртстан пĕчĕк ачасем вилессипе пĕрремĕш вырăна тухнă. Тутарстан иккĕмĕш шутланать. Кунта тăхăр уйăхра 126 пепкен вăхăтсăр чĕри тапма чарăннă (иртнĕ çулхинчен 25 тĕслĕх сахалрах). Виççĕмĕш вырăнта - Чулхула облаçĕ. Атăлçи округăн тĕп хулинче 102 ача вилнĕ тĕслĕхе шута илнĕ, 2019 çулхинчен вун улттă сахалрах.
Пурĕ Атăлçи федераллă округра шурă халатлисем 894 пепкен пурнăçне çăлса хăварайман. Çакă 2019 çулхинчен 135 ача сахалрах.
Пĕтĕм Раççейĕпе илес пулсан Росстат кăтартăвĕ çакна çирĕплетет: пурĕ 4845 çулталăка çитмен пĕчĕк ача пурнăçран уйрăлса кайнă. Иртнĕ çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан 723 вилĕм сахалрах. Çулталăка çитеймен пепкесен мĕн сăлтава пула чĕрисем тапма чарăннине пĕлтермеççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: