Республикăри Патшалăх автоинспекцийĕн даннăйĕсем тăрăх‚ çул-йĕр инкекĕ ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче 17 сехет тĕлне Благовар районĕнче Самара-Ĕпхÿ-Челябинск автоçулĕ çинче пулса иртнĕ.
ВАЗ-2107 рульне 35 çулхи Кумертау çынни тытса пынă. Паллă мар сăлтава пула автомобиль Чермасан юхан шывĕ урлă иртекен кĕпер çинчен ÿкнĕ. Васкавлă пулăшу киличчен водителĕн чĕри тапма чарăннă.
Авари пулнă вырăнта полици тата ытти служба ĕçченĕсем ĕçлеççĕ. Пулса иртнине тĕпчеççĕ.