Ульма университетĕнчи Медицина центрĕн Молекулярлă вирусологи институчĕн ученăйĕсем çыннăн ÿт-пĕвне лекнĕ çĕнĕ кăшăлвирус инфекцине 97% таран хăваласа кăларма пултаракан çут çанталăкра тĕл пулакан продукт шыраса тупнă.
Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, пыр-карланкă чирĕсем чи малтан пыра сиенлеççĕ. «Хура пилеш, гранат сĕткенĕсенче тата симĕс чейре чир кÿрекен микробсене пĕтермелли хутăш пур», - теççĕ ăсчахсем. Сăмахран, хура пилеш COVID-19 вирусăн хастарлăхне 97 %, гранат сĕткенĕпе симĕс чей 80% пусараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче вируссене начар витĕм кÿрекен çут çанталăк полифенолĕсем пур.
Паллах, ку тĕпчев наука пĕрлешĕвĕн хаклавĕ урлă иртмелле. Апла пулин те Гамалей ячĕллĕ эпидемиологипе микробиологин наукăпа тĕпчев центрĕн вирусологĕ Анатолий Альтштейн палăртнă тăрăх, чи вăйлă хÿтĕлев – çыннăн иммунитечĕ.