Раççей Президенчĕ Владимир Путин «çăмăл наркотиксене культурăллă» усă курасси çинчен калакан суя информацие тăрă шыв çине кăларма ыйтнă.
Патшалăх пуçлăхĕ çак пĕлтерĕве ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн ларăвĕнче тунă. Раҫҫей лидерӗ наркотика хирĕç кĕрешекен информаци политикине, ҫав шутра ҫамрӑксем хушшинче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче анлӑ сарăлнă массăллă информаци хатĕрĕсемпе социаллӑ сетьсенче те, анлӑлатмаллине палӑртнă.
- Кашнинех сыхласа тăма пултаракан инкек çинчен тĕрĕссине, тÿррĕн те уççăн каламалла. Ултава тăрă шыв çине кăлармалла, çав шутра «çăмăл» текен тата ытти йышши наркотиксене «культурăллă» усă курма юрать тесе суйса каланисене те, - тенĕ Владимир Путин.
Çавăн пекех Раççей Президенчĕ канашлу вăхăтĕнче çĕршывра наркотик салатассине хирĕç çине тăрсах кĕрешме хушу панă. Унсăр пуçне чикĕсене хупни Раççейре наркотиксен контрабандине виçĕ хут чакарма май панă. Çĕршыв ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, çĕршывра наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру йывăр, анчах та сывлăхшăн сиенлĕ хутăшсемпе официаллă майпа усă куракансен шучĕ вунă çул хушшинче чĕрĕк ытла чакнă.
РФ сывлăх сыхлав министрĕ Михаил Мурашко çĕршывра наркоманипе чирлисен шучĕ чĕрĕке яхăн чакни, 2019 çулта Тĕп федераллă округра наркоманипе чирлĕ 65 пин çынна регистрацилени, çакă 2015 çулхипе танлаштарсан 17,9 % сахалрах пулни çинчен пĕлтернĕ.
Шалти ĕçсен министерствин пур территори органĕсенче те наркотиксене интернет урлă салатассипе кĕрешекен подразделенисем йĕркеленĕ. Социаллă сетьсенче наркотиксене пропагандăлакансене тата наркотик тытăмлă ÿсен-тăран ĕрчетекенсене икĕ çул ирĕксĕр хăварасси çинчен калакан саккун проекчĕ хатĕрленĕ.