Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Ноябрӗн 2020, 19:15

Нумай ачаллă хĕрарăм чул ту çинчен персе аннă арçын ачана çăлнă

Пушкăртстан влаçĕсем Югра хулине «Хастарлăхшăн» ведомство медальне ярса панă. Пысăк наградăна Нефтеюганск хулинче пурăнакан Светлана Меняева тивĕçнĕ. Хĕрарăм Нуриман районĕнче чул ту çинчен персе аннă арçын ачана çăлса хăварнă.

Пушкăртстан влаçĕсем Югра хулине «Хастарлăхшăн» ведомство медальне ярса панă. Пысăк наградăна Нефтеюганск хулинче пурăнакан Светлана Меняева тивĕçнĕ. Хĕрарăм Нуриман районĕнче чул ту çинчен персе аннă арçын ачана çăлса хăварнă.
Малтанхи информаци тăрăх‚ пăтăрмах кăçалхи август уйăхĕнче Павловка паççулкки çывăхĕнчи Хĕрлĕ чул тусем çинче пулса иртнĕ. Кунта Светлана хăйĕн çемйипе кану кунĕсене ирттерме тата тăванĕсене курма килнĕ.
- Эпир Хĕрлĕ чул тусем çинче сăн ÿкерчĕксем тăваттăмăрччĕ. Сасартăк аялта‚ темиçе метрта‚ ача выртнине куртăмăр. Аяла ахаль пăхса илме те хăрушăччĕ. Пирĕн пата арçын ачасем пулăшу ыйтса пычĕç. Вĕсем юлташĕ чул ту çинчен персе аннине‚ урине хуçнине пĕлтерчĕç. Çакна илтсен тÿрех аяла антăм‚ – тесе каласа панă Светлана.
Хĕрарăм хăйĕн виçĕ ачине тăванĕсене асăрхаса тăма хушса хăварнă. Хăй аялта выртакан ача патне аннă. Ăна пăхнă хыççăн тăванĕсене васкавлă пулăшу чĕнтерме ыйтнă. Светлана тухтăрсем киличчен 12 çулхи Никита урине‚ уçă суран пулнă пирки‚ футболкăпа чĕркенĕ. Ачан ури çумне патаксем хурса пиçĕххипе çыхнă‚ кроссовкине хывнă. Пушмакăн шнурокĕпе усă курса ура тупанне пит шăллипе чĕркесе çыхса хунă.
Светлана сăмахĕсем тăрăх‚ вăл ачан ури шыçса каясран хăранă. Тухтăрсем вăл тĕрĕс тунине палăртнă. Хĕрарăм ача амăшне шăнкăравланă‚ пулса иртни пирки пĕлтернĕ.
Пулăшу кĕтнĕ вăхăтра Накитăн тутисем типме тата кăвакарма тытăннă. Светлана шыв ывăтса пама ыйтнă.
- Çÿлтен ывăтнă чух пĕр шыв кĕленчи ванчĕ. Иккĕмĕшĕ пиртен тата та аяларах кусаланса анса кайрĕ. Аманасран хăраса аяла анмарăм. Хăтаруçăсенче шыв пулмаллах тесе шухăшларăм‚ – хушнă хĕрарăм.
Хăтаруçăсене пĕр сехет кĕтнĕ. Вĕсем килсе çитсенех малтан ачана‚ унтан хĕрарăма туртса кăларнă. Никитăна васкавлă пулăшу машини илсе кайнă.
Светлана Меняева паянхи кун та ача амăшĕпе çыхăну тытать. Арçын ачана операци тунă. Халĕ вăл килĕнче‚ дистанциллĕ майпа вĕренет.
Светлана илемлĕх салонĕнче ĕçлет. Вăл Александр мăшăрĕпе виçĕ ача - Максимпа Матвей тата Виктория - çитĕнтерет.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: