Урал сасси
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Ноябрӗн 2020, 19:35

Ĕпхÿре çар службинчен пăрăнса юлнă 590 яша шыраççĕ

Пушкăртстанăн тĕп хулинче 590 çамрăк çынна шыраççĕ. Вĕсем пурте çар службинчен пăрăнса юлнă.

Пушкăртстанăн тĕп хулинче 590 çамрăк çынна шыраççĕ. Вĕсем пурте çар службинчен пăрăнса юлнă. Ĕпхÿ администрацийĕн гражданла общество институчĕпе хутшăнăва кĕрекен управлени начальникĕ Артур Гафаров каланă тăрăх‚ пĕтĕмĕшле хула кĕрхи призыв планне пурнăçлать. Аутсайдерсен йышне Киров районĕ кĕнĕ.
- Палăртнă 130 çынран район служба иртме 70 çамрăк çын çеç тăратрĕ‚ – тенĕ А. Гафаров. - Ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне Ĕпхÿ пухăну пунктне 282 çын ячĕ.
Çакна палăртса хăвармалла‚ çар службинчен пăрăнса юлакансене 200 пин тенкĕ таран штраф параççĕ‚ ултă уйăха арестлеççĕ е икĕ çулччен тĕрмене хупаççĕ.
Хăш-пĕр Ĕпхÿ çыннисем призыв комиссиĕн йышăнăвĕ пирки суда жалоба параççĕ. Паянхи кун тĕлне Фемидăна парăнса ĕçлекенсем çакăн йышши 30 материал пăхса тухаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: