Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Ноябрӗн 2020, 13:20

Укçа вăрланă бухгалтер тытса хупассинчен хăтăлнă

Ĕпхÿри Киров район сучĕ маларах бухгалтер пулса ĕçленĕ хĕрарăм тĕлĕшпе уçнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Вăл 2016 çулхи январь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулхи октябрь уйăхĕн 9-мĕшĕччен ĕç вырăнĕпе усă курса компанин татăлу (расчетный) счечĕнчен хăйĕн тата организацисен счечĕсене 1‚3 млн ытла тенкĕ куçарнă.

2017 çулхи февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнчен - октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕччен бухгалтер тепĕр организацинче çавăн пекех ултавлă ĕç тунă. Кунта унăн счетне 700 пин тенкĕ хутшăннă.
«Шар курнисем пĕтĕмĕшле 4‚6 млн тенкĕлĕх гражданла иск çырнă. Суд айăплакана хирĕç «пысăк укçа вăрланă тата унпа усă курнă» тесе статьяпа приговор йышăннă. Хĕрарăма пилĕк çула ĕç колонине тытса хупмалла»‚ – тенĕ судра.
Анчах приговорăн пĕр пайне пурнăçа кĕртессине каяраха – хĕрарăм йывăрлă пулнине шута илсе тата çуралнă ача 14 çул тултариччен - куçарĕç. Тавăçсене тулли мар калăпăшпа пĕтĕмĕшле 1‚9 млн тенкĕлĕх тивĕçтерме йышăннă. Приговор саккунлă вăя кĕмен.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: