Раççейре электросамокатсемпе гироскутерсене сехетне 20 км хăвăртлăхпа чуптарма сĕнеççĕ. Уйрăм мобильлĕ хатĕр хуçи çул-йĕр правилине пăссан штраф тÿлĕ. Çак хыпара РИА Новости Транспорт министерствин автомобиль тата хулари пассажирсен транспорчĕн патшалăх политикин департаменчĕн директор çумĕ Владимир Луговенко ссылкине кăтартса пĕлтернĕ.
Проектпа килĕшÿллĕн çĕнĕ çул-йĕр паллисем (знакĕсем) кĕртме палăртаççĕ. В.Луговенко каланă тăрăх‚ тротуарсенчи çуран çÿрекенсем электросамокат хуçисемпе танлаштарсан мала тухаççĕ. Енчен те уйрăм мобильлĕ хатĕр хуçи çуран çÿрекенсене кансĕрлет пулсан‚ çакăн пек çын васкамалла.
Çул-йĕр правилисене пăснăшăн тÿлемелли штраф санкцисен проектне те хатĕрленĕ. Сăмахран 12.29 статьяпа килĕшÿллĕн асăрхаттарма та‚ 500 тенкĕрен пуçласа 1‚5 пин тенкĕ таран штраф пама та пултарĕç.