Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
18 Ноябрӗн 2020, 19:10

Хĕрарăма ача садĕнче чиксе вĕлернĕ

Ĕпхÿри районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ 49 çулхи арçын тĕлĕшĕпе «вĕлернĕ» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.

Ĕпхÿри районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ 49 çулхи арçын тĕлĕшĕпе «вĕлернĕ» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.
Республикăри следстви комитечĕн следстви управленийĕн пресс-службин даннăйĕсем тăрăх‚ ноябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ĕпхÿ районĕнче пурăнакан ÿсĕр арçын Кармаскалă районĕнчи Кивĕ Киешки ялĕнчи ача садне – арăмĕ пулнă 47 çулхи воспитатель ĕçне килнĕ. Арçын кÿлешнĕ пирки хĕрарăма виçĕ хутчен çĕçĕпе чикнĕ. Унтан инкек пулнă вырăнтан тарма хăтланнă. Вырăнти шкулăн‚ ача сачĕпе шкул пĕр çуртра вырнаçнă‚ физкультура учителĕ кÿлешекене ярса тытнă. Шкул ачисемпе ача сачĕн воспитанникĕсем воспитательницăна тавăрнă (расправа) вăхăтра учрежденийĕн ытти пÿлĕмĕсенче пулнă.
Инкек курнă хĕрарăм васкавлă пулăшу машининче сурансенчен вилнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: